Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Б (ЧЧҪС, I том)

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ



БАКАЛАВР, ҫ.с. 1. Ик-виҫӗ сыпӑклӑ йӗркепе пӗлӳ паракан аслӑ шкулӑн пуҫламӑш сыпӑкне (бакалавриата) ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ҫын. Тӑватӑ ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн ... студентсем бакалавр, малалла вӗренекенсем магистр степеньне илеҫҫӗ. Х-р, 25.08.1998, 2 с. Мана университет пӗтериччен пӗр ҫул маларах ӗҫе илнӗ. Манӑн бакалавр дипломӗ пулнӑ. ҪХ, 1999, 39 /, 12 с.
2. Ӑрӑмҫӑсен (туп., 1) ятарлӑ пӗлӳпе ӑсталӑх шайне палӑрт-малли виҫе; кӗҫӗн пусӑм. Вӑл Ю.Лонго ертсе пыракан ассоциацин курсӗнче пӗлӳ илнӗ. Бакалавр тата пӗтӗм тӗнче категориллӗ экстрасенс пулса тӑнӑ. Х-р, 17.07.1992, 4 с. Яндимиркин икӗ эрне ... Тухатмӑшсен орденӗн ассоциацийӗнче малалла вӗреннӗ, бакалавртан магистр пулса тӑнӑ. Х-р, 15.10.1992, 4 с.
БАКС, ҫ.с., калаҫ. Америка укҫи, АПШ (туп.) долларӗ. Раҫҫей ҫыннисенчен нумайӑшӗ Португалире, ... Англире тата АПШра укҫа тӑвать, уйӑхсерен 500—600 бакс пухса пырать. ҪХ, 2000, 14 /, 5 с. Америка долларне те «баксы» теҫҫӗ вӗт. Т-ш, 2000, 31 /, 1 с. Хамӑн паллакана пластика операцийӗ тума 5 пин бакс патӑм. КҪ, 2001, 39 /, 3 с.
БАЛЬЗАМ, ҫ.п. Сиплӗ курӑксемпе йӳҫӗтнӗ техӗмлӗ эрех. Пылак шывсем, сӗт консервӗсем, бальзам кӑларасси ӳснӗ. Я-в, 1995, 10 /, 84 с. Ҫӗрпӳре парнелӗх кӑларакан чаплӑ бальзам. К-н, 1999, 4 /, 7 с. 90-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче «Чӑваш бальзамӗ» кӑ-ларма пуҫлани эрех-сӑра рынокне хускатсах янӑччӗ. Х-р, 7.10.2000, 2 с. Хӑюланас шутпа бальзам сыпрӑм. К-н, 2001, 20 /, 3 с.
— чӑваш бальзамӗ (ХС, 1999, 1 /, 1 с.; ҪХ, 1999, 49 /, 2 с.).
БАНКНОТ, п.с. Хут укҫа; банк билечӗ. Чӑн-чӑн банкнотсем ҫинче Шурӑ ҫуртӑн чӳречисем ҫурри кӑна уҫӑ пек курӑнаҫҫӗ. К-н, 1968, 8 /, 11 с. Укҫа кӑларса тыттармалли вӑхӑт ҫитсен вӑл банкнотсен тӗркине мар, хӗҫ-пӑшал туртса кӑларнӑ. ҪХ, 1999, 42 /, 4 с. Пурӗ 14 миллиард банкнота тӗрлӗ номиналпа пичетлесе кӑлармалла. Х-р, 18.08.2000, 3 с. Ултавҫӑ ... ӑна [кинемее] 50 пин тенкӗлӗх укҫа тыттарнӑ. Ҫапла, унашкал банкнот ҫук халь. Х-р, 31.01.2001, 1 с.
— ВЧС, 1971, 31 с.; ЧВС, 1961, 54 с.; ВЧС, 1951, 26 с.
БАНКОМАТ, ҫ.с. Харпӑр хӑйӗн кредит карточкине чиксен банк клиентне укҫа паракан электронлӑ автомат. Ют ҫӗршыв валютине улӑштаракан пунктсемпе банкоматсем ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш кунӗсенчех ҫӗнӗ укҫа пама тытӑннӑ. Х-р, 9.01.1998, 2 с. СБС-АГРО ушкӑнӗн кунти филиалӗ, Анӑҫ тахҫанах усӑ куракан ҫӗнӗлӗхе ҫул парса, Чӑваш патшалӑх университечӗн тӗп корпусӗнче банкомат вырнаҫтарса лартрӗ. ҪХ, 17.04.1998, 2 с. Шупашкарта 15 банкомат ӗҫлет. Х-р, 26.08.2003, 2 с.
БАРБАРИС, п.с. Хӗрлӗ, вӗтӗ, йӳҫек ҫырлаллӑ йӗплӗ тӗмӗ. Хӑйӗн пахчинче вӑл кунта ӳсекен ҫимӗҫсемсӗр пуҫне яппун айвине, барбарис, виноград ... ӳстерет. Х-р, 29.10.1996, 1 с. Шӑлан ҫырлипе барбарис тымарӗсенчен хатӗрленӗ, чей пек пиҫӗхтернӗ шӗвек ӗҫӗр. С-х, 2000, 17 /, 2 с.
— ВЧС, 1971, 39 с.; ВЧС, 1951,26 с.
БАРД, ҫ.с. Хӑйӗн сӑввисене кӗвӗлесе гитарӑпа юрлакан ӑста. Олег Залогинчӑвашсен пӗрремӗш барчӗ [Пуҫелӗк]. Х-р, 6.05.1996, 1 с. Сӗнтӗрвӑрринче республикӑри бардсен 3-мӗш фестивалӗ уҫӑлчӗ. ҪХ, 1997, 30 /, 1 с. Бард юррисене хӑшӗ-пӗри хула интеллигенцийӗн фольклорӗ тенӗ ... Шупашкар барчӗсен хӑйсен утравӗ пурри ҫинчен пӗлтӗмӗр. Ч-х, 1999, 14 /, 7 с. Бардсем хавхалануллӑ ҫемӗсемпе пухӑннисен кӑмӑлне ҫӗкленӗ. ҪХ, 2000, 39 /, 3 с.
— рок-бард (ҪХ, 1997, 30 /, 7 с.);
— бард-юрӑҫ (К-ш, 2001, 40 /, 4 с.).
БАРМЕН, ҫ.с. Бар официанчӗ; буфетчик, буфетҫӑ. Эрехе хаклатса сутнӑ С.Мазурова, ресторан барменне, тӑватӑ ҫула хупса лартнӑ. К-н, 1987, 2 /, 2 с. Официантпа бармена та чӑваш тумӗ тӑхӑнтарасшӑн. ҪХ, 1998, 1 /, 2 с. Бармен коньяк ярса парать. ҪХ, 2002, 6 /, 12 с.
— йӑрӑ бармен (Х-р, 20.03.2003, 3 с.).
БАРТЕР, ҫ.с. Укҫаран татӑк пулнипе тавара таварпа улӑш-тарса илни е пулӑшушӑн тавар парса татӑлни. Халӗ унчченхи пек планпа килсе парасса кӗтсе лараймастӑн... Ку тӗлӗшпе чи шан-чӑклӑ меслет — бартер. Х-р, 23.01.1996, 2 с. Мӗн тӑвӑн, халӗ вӑхӑчӗ ҫавнашкал пӑтравлӑ, завод туса кӑларакан продукцишӗн ӑна туянакансем бартерпа татӑлаҫҫӗ. К-н, 1999, 4 /, 7 с. Крахмал питӗ кирлӗччӗ те бартер шучӗпе автомобиле пама тиврӗ. ХС, 1999, 16 /, 6 с. Ялта та бартер! Ар, 2001, 9 /, 2 с.
— бартер экономики, бартер операцийӗсем (Х-р, 15.05.1997, 3 с.); бартер йӗрки (ХШ, 1999, 6 /, 36 с.);
— бартера йӗркеле (Х-р, 19.09.1996, 2 с.); бартерпа ӗҫле (Х-р, 10.10.1998, 1 с.); бартерла туян (ХС, 1999, 35 /, 1 с.); бартерпа пар (ҪХ, 2000, 11 /, 3 с.); бартер ту (Ар, 2002, 39 /, 2 с.).
БАЯНҪӐ, ҫ.с. Баян калакан ҫын; баян ӑсти. Вӑрнар енчи хастар ҫыравҫӑ [Илепер]...хӑех баянҫӑ та хаҫатҫӑ. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 10 с.
БЕЙСБОЛ, ҫ.с. Мечӗке панукпа (туяпа) ҫапса командӑпа вылямалли, лапта евӗрлӗ вӑйӑ. Японире халӗ Европа футболӗпе бейсбол анлӑ сарӑлчӗҫ. Х-р, 4.03.1994, 1 с. Бейсбол вӑййипе чапа тухнӑ Джо Дамаджио. Х-р, 23.01.1996, 3 с. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче савӑшу ҫынсене бейсбол вӑййи пекех йӑпатать, илӗртет. Х-р, 16.03.2000, 3 с.
БЕЙСБОЛКА, ҫ.с. Вӑрӑм сӑмсаллӑ спорт кепки (карттусӗ). Аудиторире бейсболкӑпа, ура хуҫлатса, ...чӑмлак кавлесе лараҫҫӗ. ҪХ, 23.10.1998, 2 с. Чӑваш таможни ... 2322 бейсболкӑна ҫак [тӑлӑх] ачасене валеҫсе пама йышӑннӑ. ҪХ, 1999, 6 /, 1 с. Э.Иглесиас шӳтлеме юратать, хӑй бейсболкӑпа майка тӑхӑнса янӑ. Т-ш, 2000, 42 /, 11 с. Иртнинче Дима хӑйӗн бейсболкине пӑрахса хӑварнӑ. ҪХ, 2001, 22 /, 8 с.
БЕЛЬМАНҪӐ, ҫ.с. Швед поэтне тата мусӑкҫине (туп.) Карл Микаэль Бельмана сумлакан, пурнӑҫра тата пултарулӑхра ӑна евӗрлекен ҫын. Чӑваш бельманҫисен тӑванлӑхӗ. Х-р, 6.09.1996, 1 с.; Х-р, 21.03.1997. Чӑваш бельманҫисем хӑйсен обществин пӗрремӗш «Хыпарҫине» кӑларма май тупрӗҫ. Х-р, 27.03.1997, 4 с.
БЕЛЯШ, п.с. Ҫупа пӗҫернӗ чӑмӑркка аш пелӗшӗ. Беляши текен апат 33 грамм таймалла. К-н, 1975, 2 /, 2 с. Тӗп пасарта Л.Андреева беляш сутнӑ. К-н, 1986, 20 /, 3 с. Рынокран тухнӑ ҫӗрте икшер беляш илчӗҫ, ...аппетитсӑр чӑмларӗҫ. К-н, 1999, 3 /, 3 с.
БЕНГАЛИ, бенгали ҫурти, п.я. Ялтӑра хӗм сапса ҫунакан тар хутӑшлӗ уяв ҫурти. Ачасем хваттерте бенгали ҫурти чӗртнӗ, ҫунса пӗтнӗ хыҫҫӑн хӗрнӗ «патаккине» кравать ҫине пӑрахнӑ. Х-р, 5.01.1996, 1 с. Настьӑпа Катя бенгали ҫуртисене ҫутнӑ. ҪХ, 1999, 49 /, 8 с.
— ВЧС, 1971, 47 с.; танл., бенгали вучӗ (ВЧС, 1951, 32 с.).
БЕНЗОПӐЧКӐ, п.с. Бензинпа ӗҫлекен моторлӑ пӑчкӑ. Эйпеҫ тӑрӑхӗнче кашни килте тенӗ пекех мотоцикл е бензопӑчкӑ пур. К-н, 1979, 9 /, 4 с. Вут-шанкӑ татмалли бензопӑчкӑ тупса параймӑн-и. К-н, 1984, 4 /, 5 с. Хӑйсемпе пӗрле вӗсем ... пӑчкӑ та илсе килмен. Бензопӑчкӑ ҫинчен сӑмах та ҫук. Х-р, 16.09.1992, 4 с.
— бензопӑчкӑ ыйт (ЯБ, 1990, 10 /, 40 с.); бензопӑчкӑ туян (С-х, 2000, 18 /, 4 с.).
БИЗНЕС..., ҫ.х. Хутлӑ сӑмахсен «услам ӗҫӗ, пуҫару ӗҫӗ (туп.)» е «усламҫӑ (туп.), ӗҫлӗ ҫын» пӗлтерӗшлӗ пайӗ. «Бизнес-инкубаторта» ҫамрӑксем пӗчӗк бизнес пуҫарма пултараҫҫӗ. ҪХ, 1997, 49 /, 4 с. Мускаври Реформ-пресс издательство ушкӑнӗ хӑйӗн кӑҫалхи тӑваттӑмӗш номерӗн бизнес-каталогне Чӑваш ҫӗршывне халалланӑ. Х-р, 20.06.1997, 1 с. Наука ертӳҫи ... бизнес-класлӑ самолетсемпе вӗҫме ... пултарать. Ч-х, 1999, 27 /, 2 с. ЧНК ҫумӗнче бизнес-клуб йӗркелемелле. Х-р, 23.06.2000, 1 с.
БИЗНЕС-ПЛАН, ҫ.с. Предприятин е пуҫару ӗҫӗн (туп.) палӑртнӑ тӗллевӗсене пурнӑҫламалли майсене уҫса паракан, тупӑшпа тӑкак виҫине пайӑрлакан программи. Ҫакна [предприяти ӗҫӗ-хӗлне] бизнес-планпа бухгалтери докуменчӗсене тӗпе хурса хаклаҫҫӗ. Х-р, 26.03.1996, 2 с. Ятарласа бизнес-план хатӗрлерӗмӗр. Х-р, 25.02.1997, 2 с. Кӑмӑл тӑвакансем хӑйсен бизнес-планӗсене хула администрацине тӑратрӗҫ те ӗнтӗ. УС, 10.04.1998, 3 с.
— бизнес-планра палӑрт (Х-р, 13.03.1996, 2 с.); бизнес-плансен конкурсӗ (Х-р, 7.04.2001, 1 с.).
БИЗНЕС-ПРОЕКТ, ҫ.с. Бизнес-планӑн чи пӗлтерӗшлӗ пайӗ, шӑнӑрӗ (туп.). Ҫынсене ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса парассипе ҫыхӑннӑ чи лайӑх бизнес-проект сӗнекен предприятисемпе организацисем валли конкурс ирттерме йышӑннӑ. Х-р, 23.02.1994, 1 с. Бизнес-проектпа бизнес-плансене икӗ-виҫӗ ҫул малтан туса пыратпӑр, вӗсем пурнӑҫлансассӑн чунтан савӑнатпӑр. ХС, 1999, 11 /, 2 с. Бизнес-проектсенче ... промышленноҫ тата ялхуҫалӑх производствин экономика инфраструктурине аталантарма е реформӑлама ятарлӑ сӗнӳсем пулмалла. Х-р, 7.04.2001, 1 с.
— бизнес-проект ҫыр (ҪХ, 2001, 33 /, 9 с.).
БИЗНЕС-ЦЕНТР, ҫ.с. Пуҫаруллӑ идейӑсене пӗтӗҫтерекен, ӗҫлӗ ҫынсене пулӑшу кӳрекен йӗркеленӳ (организаци). Бизнес-центр бизнеса пулӑшасшӑн. Х-р, 30.06.1995, 1 с. Республикӑри бизнес-центр предпринимательсене проектсем хатӗрлеме пулӑшать. Х-р, 14.02.1997, 1 с. Вӗсем [инвесторсем] Шупашкар юхан шыв порчӗн таврашӗнче Тӗнче бизнес-центрне тӑвассипе чӑнласах интересленнӗ. Х-р, 18.09.2001, 1 с.
БИОВАМПИР, ҫ.с., парапсихол. Вампир (туп.). Васильев сиплевҫӗ биовампирсем пирки сӑмах хускатрӗ. ҪХ, 2000, 34 /, 4 с.
БИОВӐЙ, ҫ.с. Биохӑват (туп.). Экстрасенсӑн сиплев вӑрт-тӑнлӑхӗ — сӑмах витӗмӗпе биовӑйӗнче. Х-р, 25.12.1991, 2 с.
БИОПРЕПАРАТ, ҫ.с. Чӗрӗ организмсене (чӗрчун тӗртӗмне, бактерисене т.ыт. те) тӗпе хурса хатӗрленӗ, ял тата вӑрман хуҫалӑхӗнче (выльӑх-чӗрлӗх ӗрчевлӗхӗпе тухӑҫлӑхне ӳстерме, вӑрмана чир-чӗртен сиплеме, сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑпа кӗрешме) усӑ куракан хутӑш; биохутӑш. Ку сиенлӗ паразитпа биопрепаратсемпе кӗрешеҫҫӗ. А.Емельянов, 1990, 252 с. Граждан авиацийӗн самолечӗсем вӑрман ҫине биопрепаратсем сапаҫҫӗ. Я-в, 1991, 7 /, 2 с.
БИОРИТМ, ҫ.с. Чӗрӗ организм ӗҫӗ-хӗлӗн хастарлӑхӗ пӗр-пӗр тӑтӑшлӑхпа ылмашӑнни; пурнӑҫ ҫемми. Ҫын биоритмӗ тӑрӑх унӑн сывлӑхне пӗлме пулать. С-х, 1999, 17 /, 2 с. Пур чирлӗ ҫыннӑн та хӑйӗн биоритмне пӑхӑнмалла. С-х, 2000, 36 /, 3 с. Пирӗн пӗтӗм пурнӑҫ биоритмсенчен килет. ЫХ, 2001, 20 /, 4 с.
БИОСФЕРА, п.с. Чӗрӗ ҫутҫанталӑка юрӑхлӑ талккӑш, ҫӗр сийӗ, шыв-шур, сывлӑш; пурнӑҫ хутлӑхӗ. Наукӑпа техника революцийӗ ... кӗтмен хӑрушлӑхсем те илсе килчӗ — сӑмахран, ҫутҫанталӑкпа биосферӑна сиен кӳме пикенчӗ. Ю.Артемьев, 1980, 88 с. Пултӑрччӗ таса та сывӑ биосфера яланах. М.Сениэль, 1990, 61 с. Этем кӳлепине биосфера [кирлӗ, биоуй] хупӑрласа тӑрать. Х-р, 17.07.1992, 4 с. Ҫавӑн пекех ҫыншӑн, биосферӑшӑн аван зонӑсем те пур, вӗсене биокомфорт зони теҫҫӗ. Я-в, 1995, 9 /, 104 с.
— ВЧС, 1971, 52 с.
БИОТЕХНОЛОГИ, ҫ.с. Апат-ҫимӗҫ, эмел, им-ҫам, выльӑх апачӗ туса кӑлармашкӑн чӗрӗ хатӗрсемпе (тӗсл., микроорганизмсемпе) тата биологи пулӑмӗсемпе усӑ курни; биологие техникӑпа ҫыхӑнтаракан ӑслай. Хӑш-пӗр биотехнологи предприятийӗсем этем сывлӑхӗшӗн питӗ сиенлӗ. Х-р, 13.07.1993, 3 с. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ... Мускаври биотехнологи универси-течӗн филиалӗ уҫӑлать. Х-р, 28.04.2000, 1 с.
— биотехнологи колледжӗ (Х-р, 4.11.2001, 4 с.).
БИОТОК, п.с. Чӗрӗ организмри — унӑн хавалӗпе пӗр килекен, ыттисене витӗм кӳме пултаракан — хӑйне евӗрлӗ чӳхенӳ (электромагнит таппи). Пациентсене ҫамрӑк донорсен магнит пленки ҫине ҫырса илнӗ биотокӗсене парса ҫамрӑклатма пуҫларӑмӑр. К-н, 1965, 24 /, 4 с. Ҫыннӑн пуҫ миминчен саланакан биоток ... юлташӗсен, тӑванӗсен ӑс-тӑнне, туйӑмне ҫитни... В.Тимаков, 1984, 52 с. Ҫын шутлани теприне биотоксемпе куҫать-ши. В.Эктел //Я-в, 1991, 7 /, 17 с. Манӑн биотоксем куракан патне ҫитеҫҫӗ. Х-р, 25.12.1997, 4 с. Йывӑҫсем те ҫынна сиплӗхлӗ биотоксемпе витӗм кӳреҫҫӗ. С-х, 1999, 1 /, 2 с.
— биоток яр (В.Эктел, 1996, 82 с.); биоток ритмӗ (С-х, 2000, 9 /, 4 с.); биоток хӗлхемӗсем (С.Асамат //ҪХ, 2000, 12 /, 11 с.).
БИОУЙ, ҫ.с., парапсихол. Чӗрӗ япалана (этеме, чӗрчуна, ӳсен-тӑрана) хупӑрласа тӑракан, организма сиенлӗ витӗмрен упранма пулӑшакан уҫӑмсӑр ҫутӑ сий; чӗрӗлӗх хуппи, аура. Ҫав энергие вӑл хӑйӗн биохирӗ [кирлӗ, биоуйӗ] урлӑ ярать. КЯ, 19.12.1989, 4 с. Асӑрхарӑр пулӗ, ӳсентӑрансем еплерех ҫутӑ сапаҫҫӗ. Биоуй палӑрӑмӗ вӑл. М.Сунтал //Я-в, 1991, 12 /, 15 с. Шыв пылчӑка тата ывӑннине кӑна мар, аякран пырса сырӑннӑ ют ... биоуйсен татӑкӗсене те ҫуса тӑкать. Х-р, 24.09.1992, 4 с. Йывӑҫран ӑсталанӑ тура ... ҫынпа йывӑҫ биоуйӗсене пӗрлештерет. С-х, 2000, 27 /, 4 с.
— биоуй вӑйӗ, биоуй пысӑкӑшӗ (Х-р, 27.06.1992, 3 с.).
БИОХӐВАТ, ҫ.с. Чӗрӗ организм паракан тата туякан энерги (электричество, ӑшӑ, кӑмӑл-туйӑм, ӑс-тӑн т.ыт. витӗмӗ); биовӑй, биоэнергетика (1), биоэнерги. Биолокаторӗ хута каять — биохӑват сӑмах вӑйне куҫать. Н.Ишентей, 1997, 17 с.
БИОХУТӐШ, ҫ.с. Биопрепарат (туп.). Ли Дин-нань хӑйӗн фирми кӑларакан биохутӑшсемпе пулӑшма шантарнӑ. Х-р, 27.06.1992, 3 с.
БИОЭНЕРГЕТИКА, ҫ.с. 1. Биохӑват (туп.). Ҫакӑ [биоэнерго-тренинг] организмӑн пытаннӑ резервӗсене тата биоэнергетикине сывлӑхшӑн ӗҫлеттерме кирлӗ. Х-р, 4.03.1994, 3 с. Пирӗн тавра йывӑҫ япаласем мӗн чухлӗ нумайрах — биоэнергетика тавралӑхӗ ҫавӑн чухлӗ тасарах. С-х, 2000, 27 /, 4 с.
— биоэнергетика пулӑмӗсем (Х-р, 17.06.1992,4 с.); биоэнергетика упражненийӗсем (Х-р, 4.03.1994, 3 с.).
2. Вышкайсӑр туйӑмлӑхпа, биохӑватпа (туп.) усӑ курса чир-чӗре палӑртни тата сиплени (биотока витӗм кӳни, биоуя тӳрлетни, сӗртӗнмесӗр массаж туни). Пирӗн Центрта [Психо-терапи центрӗнче] биоэнергетика енӗпе 5 специалист, пурте вӗсем ӑста врачсем. Х-р, 17.06.1992, 4 с. Массаж туни, тӗрлӗ курӑк настойӗ хатӗрлени, биоэнергетика мелӗпе усӑ курни. Х-р, 18.09.1992, 3 с.
— биоэнергетикӑпа аппалан (Л.Сачкова, 1996, 96 с.).
БИОЭНЕРГИ, ҫ.с. Биохӑват (туп.). Эпӗ хамӑн биоэнергипе никама та усал туман, тумастӑп та... Ҫав вӑй йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ е чирлӗ ҫынсене пулӑшма та ҫитет. Х-р, 17.07.1992, 4 с.
БИОЭНЕРГОТЕРАПЕВТ, ҫ.с. Биоэнергетика (туп., 2) мелӗпе сиплекен врач. Чирлӗ ҫынна сывату курсӗ вӑхӑтӗнче темиҫе тӗрлӗ специалист сиплет, ...Н.Михайлов хирург-травматолог тата биоэнерготерапевт, В.Антонова биоэнерго-корректор. Х-р, 27.06.1992, 3 с. Тӗнче класлӑ З.Хардова био-энерготерапевт хӑй сеансӗсене пырса куҫ ӳкнинчен, пӑсса панинчен, ытти чир-чӗртен сипленме чӗнет. Х-р, 23.02.1994, 4 с. Хӑйне вӑл «чун сиплевҫи» тет. Био[энерго]терапевт теме пулать. Х-р, 3.09.1996, 4 с.
БИСЕКСУАЛ, ҫ.с. Хӗрарӑмпа та, арҫынпа та ар хутшӑнӑвне кӗрекен ҫын. Гомо- тата бисексуалсем СПИДпа «туслашни» ҫӗнӗлӗх мар паян пирӗншӗн. ҪХ, 1997, 52 /, 6 с. Гомосексуалистсем хушшинче хӗрарӑмсемпе ар ҫыхӑнӑвӗ тытакансем те нумай. Вӗсене бисексуалсем теҫҫӗ. ҪХ, 1999, 29 /, 8 с. Никита [Пета Уилсон] — кам вӑл, хӗрлӗхне ҫухат-манскер-и, лесбиянка-и, бисексуалка-и. ҪХ, 2002, 23 /, 5 с.
БИСЕКСУАЛЛӐ, ҫ.с. Бисексуал еккиллӗ, бисексуал туртӑмлӗ. Хӗл мучин никама та уяман бисексуаллӑ ... кӑмӑлӗнчен шак хытса кайнӑ электричество юписем. В.Степанов //ҪХ, 1998, 1 /, 5 с.
БЛАТ, п.с., калаҫ. Саккунсӑр ҫӑмӑллӑх пама, ӗҫ-пуҫа майлаштарма пултаракан пӗлӗш-хурӑнташ; пӗлӗшлӗх, куккасем (туп.). Ун Шупашкарти магазинсенче «блат» пур ӗнтӗ. Х-р, 27.09.1991, 3 с. Паллах, блат тени пулсан вырнаҫма пулӗ-ха, унсӑрӑн... ҪХ, 1998, 39 /, 3 с. Тата «блат» пулсан пурӑнма аван. ЧХ, 2000, 35 /, 3 с. Хӑш-пӗр факультетсенче вӗсене [каччӑсене] ... «блатсӑр»-мӗнсӗрех ... хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ. Ар, 2001, 25 /, 3 с.
— ВЧС, 1971, 54 с.
БЛИЦ-, ҫ.х. Хутлӑ сӑмахсен «васкаварлӑ, хӑвӑрт», «кӗске, пӗчӗк» пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Пӗрремӗш страницӑра «Кам майлӑ пулатӑр.» блиц-ыйтӑм материалне пичетлесе кӑларнӑ. ЧҪ, 2001, 3 /, 2 с. Унӑн [телеертӳҫӗн] программисем тӗллӗн-тӗллӗн хӑйне евӗрлӗ блиц-интервью пулса каятчӗҫ. ҪХ, 2001, 14 /, 8 с.
— блиц-тӗпчев (К-ш, 23.06.2000, 3 с.).
БЛОКПОСТ (БЛОК-ПОСТ), ҫ.с. Транспорта чарса тӗрӗслемешкӗн ятарласа йӗркеленӗ хурал вырӑнӗ. [Салтаксем] блок-постсенче хуралта тӑраҫҫӗ, уйӑхӗ-уйӑхӗпе палаткӑсенче пурӑнаҫҫӗ. ҪХ, 1998, 47 /, 3 с. Милиционерсен блокпостне тапӑннӑ бандӑна ...хупӑрласа илнӗ. Х-р, 10. 04.1998, 1 с. Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗччен Ингушетипе Чечен Республики хушшинчи блокпостсене хупӑ тытма йышӑннӑ. Х-р, 25.02.2000, 2 с. Хӑйсем [ҫар пуҫӗсем] вара кӑнтӑрла та блок-постсенчен тухма хӑраса лараҫҫӗ. Ар, 2000, 10 /, 1 с.
— танкистсен блок-посчӗ (ҪХ, 1997, 20 /, 3 с.); федераци ҫарӗсен блок-посчӗсем (Х-р, 31.03.2000, 1 с.).
танл., пеккет (Ашмарин, IX, 156 с.).
БОДИБИЛДИНГ, ҫ.с. Тӗрлӗ йывӑрӑшсемпе вӑй-хал хӑнӑхтарӑвӗсем туса мускулсене тӗреклетмелли, хул-ҫурӑма патварлӑх кӳмелли ӑсталӑх; культуризм. Бодибилдинг енӗпе республикӑн уҫӑ чемпионачӗ иртрӗ. ҪХ, 6.10.1997, 2 с. Бодибилдинг асамлӑхӗ юлашки вӑхӑтра Чӑваш ен ҫамрӑкӗсене те тыткӑнларӗ. ҪХ, 9.10.1998, 12 с. Эпӗ бодибилдингпа аппаланмастӑп пулин те, хул-ҫурӑм питӗ тӗреклӗ. ҪХ, 1998, 52 /, 4 с.
— ЧР Бодибилдинг федерацийӗ (Х-р, 18.09.2001, 2 с.); бодибилдинг президенчӗ (Х-р, 18.06.2002, 4 с.).
БОЕВИК, п.с. 1. Хӑвӑрт аталанакан сюжетлӑ, кӗрешӳ-ҫапӑҫуллӑ фильм; кинобоевик. «Колосс» кинотеатрта кӑтарта-кан картинӑсене боевик тетчӗҫ. Пирӗн «Апайка» та боевиксен ретӗнче пулма тивӗҫлӗ пулчӗ. Тани Юн, 1972, 61 с. Ку фильма [«Апайкӑна»] куракансем «чӑваш боевикӗ» теҫҫӗ. ХК, 1993, 6 /, 2 с. Телевизорпа кӑтартакан тӗрлӗрен боевиксем ҫамрӑк ӑс-тӑна минретеҫҫӗ. Х-р, 21.02.1997, 4 с. Клубра ... пулса иртнӗ хӗрӳ ҫапӑҫу хальхи боевиксенчен пӗртте кая мар. Т-ш, 1999, 6 /, 3 с. Ҫывӑрас умӗн ҫивӗч сюжетлӑ кинофильм, боевик... курмалла мар. С-х, 2000, 27 /, 1 с.
— хӑрушӑ боевиксем (ҪХ, 2000, 17 /, 9 с.); киревсӗр боевиксем (Х-р, 5.04.2001, 3 с.).
— ВЧС, 1971, 56 с.
2. Политика тӗллевӗсене хӗҫ-пӑшалпа усӑ курса пурнӑҫлама тӑрмашакан ушкӑнӑн кӗрешӳҫи; ҫапӑҫуҫӑ. Кубинецсем пирӗн пата [70-мӗш ҫҫ. Чилие] 15 пин боевик янӑ. Х-р, 20.10.1992, 3 с. Дудаевӑн боевикӗсем мирлӗ халӑха вӗлерсе ҫӳреҫҫӗ. Х-р, 24.01.1996, 1 с. Борисов Чечняра чечен боевикӗсен засадине лексе аманнӑ. ҪХ, 2000, 14 /, 2 с. Взвод командирӗ вырнаҫнӑ казармӑна... боевиксем вӑркӑнса кӗреҫҫӗ. ТА, 2003, 2 /, 71 с.
— таджик боевикӗсем (Х-р, 4.08.1993, 2 с.), таджик оппо-зицийӗн боевикӗсем (ҪХ, 2000, 14 /, 2 с.); Курдсен ӗҫлев пар-тийӗн боевикӗсем (Х-р, 3.06.1997, 2 с.); ислам боевикӗсем (Х-р, 11.04.1999, 1 с.); тӗн сектин боевикӗсем (Х-р, 24.01.2002, 2 с.).
— боевиксен бази (Ар, 2001, 25 /, 4 с.).
3. Ҫ.п., куҫӑм. Пуҫтах, вӑрҫчан, шӑртламас. Сылтӑм вӑйсен союзӗн ҫӳлерех асӑннӑ боевикӗсем [«березовскисем, чубайссем, немцовсем, киселевсем, сванидзесем»]. Ч-х, 1999, 27 /, 3 с. Ҫав кунах тӗп хулари О.Кошевой урамӗнче те пӗр «боевика» тытса чарнӑ. Х-р, 14.03.2000, 4 с. Шаптак «боевикӗсем» [Пуҫелӗк]. ҪЯ, 29.09.2001, 4 с.
БОМБАРДИР, ҫ.с., спорт. Чи ӑнӑҫлӑ тапӑнса вылякан, пуринчен те ытларах гол кӗртекен футболист. Ҫамрӑк журналистсен футбол командин бомбардирӗ Егоров тепӗр гол кӗртме вирхӗнет. ҪХ, 1999, 29 /, 2 с. Бомбардирсен ӑмӑртӑвӗнче ҫак футболистсем малта пыраҫҫӗ. Т-ш, 2000, 42 /, 12 с. В.Евлампьевпа А.Михайлов виҫшер мечӗк тапса кӗртсе чи лайӑх бомбардирсем пулса тӑнӑ. Х-р, 25.09.2001, 4 с.
— тӗнчен чи лайӑх бомбардирӗ (Т-ш, 1999, 13 /, 2 с.).
БОМЖ, ҫ.с. Килсӗр ҫын; ҫапкаланчӑк, сӗтӗрӗнчӗк, сулланчӑк. Бомж пӳрнисем ӑнсӑртран кӑна дактилоскопи карто-текине лекнӗ. Х-р, 28.09.1996, 4 с. Те бомжсем, те ашкӑнчӑксем унти [подвалти] ӑпӑр-тапӑра тивертсе янӑ. Х-р, 8.06.1999, 4 с. Асӑрханӑ-и, «перестройкӑранпа» хулара бомжсем те нумайланчӗҫ. ҪХ, 2000, 11 /, 5 с. «Тек ӗнтӗ эпӗ хӗрарӑм мар, бомжа»,тесе хучӗ. ЧХ, 2000, 35 /, 8 с.
— бомжа тух (Х-р, 18.06.2002, 2 с.; К-н, 2002, 7 /, 4 с.).
БОРДЕЛЬ, ҫ.с. Аскӑнлӑх ҫурчӗ, ясарлӑх килӗ, савӑшу (туп.) йӑви. Унӑн амӑшӗ Минск хулинче бордель тытатчӗ, эп унта ҫӳреттӗм. Я-в, 1991, 12 /, 20 с. Илем шкулӗн хӗрӗсене Турцире бордель валли вӑрласа юлнӑ имӗш. ҪХ, 9.10.1998, 2 с. Туй хыҫҫӑн юлташӗсем ӑна бордельте кураҫҫӗ. ҪХ, 2000, 39 /, 12 с. «Хӗрлӗ хунарсен урамӗнчи» пӗр бордельте 21 ҫулти ҫамрӑк вилсе кайнӑ. Х-р, 28.09.2001, 3 с.
БОСС, ҫ.с., калаҫ. Пуҫлӑх, ертӳҫӗ, шеф. Республикӑри профсоюзсен чи аслӑ босӗ кулленхи йывӑр ӗҫ тӗрлӗ митингсенчен хаклӑрах пулнине ниепле те ӑнланмасть. Х-р, 25.12.1997, 3 с. Атте, кам вӑл «босс». — Камӑн сан ҫине кӑшкӑрма ирӗк пур — вӑл сан босу. ҪХ, 2000, 6 /, 12 с. Авланнӑ пуҫлӑхран ырри нимӗн те ҫук... Ман «босс» кашни кунах пушӑ мар. ЧХ, 2000, 35 /, 3 с. Партин вырӑнти босӗ пурӑннӑ чаплӑ ҫуртра чирлисене вырнаҫтараҫҫӗ. Х-р, 23.01.2001, 2 с.
— пысӑк боса тух (Х-р, 20.07.2001, 3 с.).
БРЕНД е БРЭНД, ҫ.с. Фирма палли, харкам палли; тӑмха (туп.). Раҫҫейри «Макдоналдс» компанин АПШри фирмӑн бренчӗ кӑна пур. ҪХ, 2003, 13 /, 2 с. Эсӗ малти шӑлсӑрччӗ теку хӑйне евӗр бренд пекчӗ. Совет ялавӗ ҫинчи ҫурлапа мӑлатук пек. ҪХ, 2003, 8 /, 10 с.
БРИФИНГ, ҫ.с. Официаллӑ ҫын, пӗр-пӗр элчӗ (предста-витель) — журналистсене пухса — пайӑр ыйтӑва, темӑна уҫӑм-латни; пӗчӗк пресс-конференци. Эпӗ ӑна [информацие] СССР Шалти ӗҫсен министерствинче ирттернӗ брифингран илнӗччӗ. Я-в, 1991, 5 /, 16 с. А.Яковлев Кремльти брифингра Раҫҫей тата ют ҫӗршыв журналисчӗсене Кронштадри инкек-синкек чӑнлӑхне уҫса паракан документсене кӑтартнӑ. Х-р, 1994, 6 /, 1 с. Ҫа-кӑн пирки Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Республикинчи управленийӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗҫ. ҪХ, 18.09.1998, 2 с.
БРОКЕР, ҫ.с., экон. Клиентсен ячӗпе тата вӗсен шучӗпе биржӑра (хаклӑ хутсемпе, таварпа) сутӑ тӑвакан ҫын; ӗҫлӗ евчӗ. Хатӗр продукцие ... брокер кантурӗ урлӑ сутатӑп. Х-р, 15.07.1992, 4 с. Хӑвӑрӑн акцисене эсир фонд биржинче те сутма пултаратӑр — ҫак тӗллевпе сирӗн брокерпа ҫыхӑнмалла. Х-р, 24.09.1992, 2 с. Брокер вырӑнӗ тупӑшлӑ-и. [Пуҫелӗк]. Х-р, 13.10.1992, 1 с. Перестройка пуҫлансан Алексей тӗпчев институтӗнчен кайнӑ, брокер профессине алла илнӗ. ЧХ, 1998, 6 /.
— брокер фирми (Ҫ-т, 1992, 6 /, 24 с.).
БРЭНД, ҫ.с. Бренд туп.
БУТИК, ҫ.с. Селӗм модӑллӑ тумтир, атӑ-пушмак тата капӑрлӑх сутакан пӗчӗк магазин. Паллӑ модельер Ирина Голицина княжна Раҫҫейре пуҫласа уҫнӑ бутик Мускавра ӗҫлет. ҪХ, 1998, 6 /, 7 с. [Бизнесра] малалла каяс тесен фирма бутикӗ кирлӗ пулать. Х-р, 5.07.2002, 3 с.
БЮДЖЕТНИК, ҫ.с. Патшалӑх хыснинчен шалу илсе тӑракан, бюджет организацийӗнче ӗҫлекен ҫын. Бюджетниксене (уйрӑмах учительсемпе врачсене) ӗҫ укҫи тӳлесси кая юлса пырать. Х-р, 20.01.1994, 2 с. «Бюджетниксем» ӗҫ укҫи вӑхӑтра илеймеҫҫӗ. Х-р, 11.03.1997, 2 с. Бюджетниксен умӗнчи парӑм чакнӑ. ҪХ, 1999, 41 /. 3 с.
— бюджетниксен шалӑвӗ (Х-р, 21.02.1997, 1 с.).
БЮРОКРАТИЛӖХ, ҫ.с. Тӳре-шара (туп.) хӑйӗн тивӗҫӗсене ячӗшӗн пурнӑҫлани; чинҫӑсен (туп.) чараксӑрлӑхӗ, чӑкӑлташӑвӗ, чӑрмавӗ. Романра А.Емельянов писатель административлӑха, бюрократилӗхе, пӑнтӑхлӑха ҫивӗч питлет. М.Ставский //Я-в, 1991, 1 /, 21 с. Бюрократилӗхе, ӗҫе ячӗшӗн ҫеҫ тӑвас хӑнӑхусене ҫивӗччӗн критиклеме тытӑнаҫҫӗ. ЧЛ, 1994, 11 кл., 193 с.

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-07-19 22:08:26 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4195 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем